Babel

The Tower of Babel (Genesis 11: 1-9)

Чӑваш чӗлхи (Chuvash)

  1. Пӗтӗм ҫӗр ҫинче пӗр чӗлхепе, пӗр пек калаҫнӑ.
  2. Тухӑҫ енчен тапранса кайса вӗсем Сеннаар ҫӗрӗнче тӳремлӗх тупнӑ та ҫавӑнта вырӑнаҫнӑ.
  3. Вӗсем пӗр-пӗрне каланӑ: атьӑр кирпӗч тӑвар та ӑна вутпа хӗртер, тенӗ. Ҫапла вӗсенӗн чул вырӑнне кирпӗч пулса тӑнӑ, акшар вырӑнне ҫӗр тикӗчӗ пулнӑ.
  4. Вара вӗсем каланӑ: хамӑр валли хула лартар, тӳпене ҫитекен пашне тӑвар, вара хамӑр ята чапа кӑларӑпӑр, пӗтӗм ҫӗр тӑрӑх сапаланса каймӑпӑр.
  5. Ҫӳлхуҫа этем ывӑлӗсем тӑвакан хулапа пашнене пӑхма аннӑ.
  6. Ҫӳлхуҫа каланӑ: акӑ вӗсем пӗр халӑх, пуринӗн те пӗр чӗлхе; вӗсем акӑ мӗн тума тытӑнчӗҫ, вӗсем хӑйсем мӗн тума шухӑш тытнине пӑрахас ҫук;
  7. анар та вӗсенӗн чӗлхине арпаштарса ярар, пӗри мӗн каланине тепӗри ан ӑнланайтӑр, тенӗ.
  8. Ҫӳлхуҫа вӗсене ҫав тӗлтен пӗтӗм ҫӗре салатса янӑ; вӗсем вара хулипе пашнине тума чарӑннӑ.
  9. Ҫавӑнпа хулине Вавилон тесе ят панӑ, мӗншӗн тесессӗн унта Ҫӳлхуҫа пӗтӗм ҫӗр чӗлхине арпаштарнӑ, Ҫӳлхуҫа вӗсене ҫавӑнтан пӗтӗм ҫӗр тӑрӑх салатса янӑ.

Source: Пултарни (Genesis). «Книга Бытия» на чувашском языке. Российское Библейское Общество. Bible Society in Russia, 2009.

Contributed by Wolfgang Kuhl

Information about Chuvash

Tower of Babel in Turkic languages

Altay, Azeri, Bashkir, Chuvash, Crimean Tatar, Karakalpak, Kazakh, Kumyk, Kyrgyz, Tatar, Turkish, Turkmen, Tuvan, Uyghur, Uzbek, Yakut

Other Tower of Babel translations

By language | By language family